Урок по теме "Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.
Предмет:
Классному руководителю
Категория материала:
Конспекты
Автор:
Платонова Елена Ивановна
Здесь была ссылка на работу Урок по теме "Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси. автора Платонова Елена Ивановна.
Ссылка на нее удалена по требованию посредника Инфоурок.
Если вы являетесь автором этой работы и хотите подтвердить её публикацию на этом сайте,
.
Тема: Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.Урок тĕсĕ: Писатель пурнăçĕпе пултарулăхне вĕренмелли, хайлава вуласа тишкермелли урок. Урок: Çĕнĕ темăна вĕренсе хайлава тишкермелли урок Урок тĕллевĕсем: 1. Юрий Скворцов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарасси. 2. «Ултăк» калава тишкересси 3.Калаври çут çанталăк ÿкерчĕкĕсене сăнланине тупса вуласси, ун илемлĕхне курма; тĕп герой хăйĕн йăнăшĕсене ăнланса илнĕ вырăнсене тупса вуласа, унăн чун туртăмĕсене тĕрĕс ăнланма пулăшасси.. 4. Ачасен пуплевне аталантарасси: хайлава илемлĕ вулама, содержани каласа пама малалла хăнăхтарасси, илемлĕх мелĕсене, каларăшсене тупма вĕрентесси. 5. Сăнарсене хак пама хăнăхтарасси. 6. Ашшĕ-амăшне хисеплес, юратас туйăма аталантарасси, вĕсен умĕнчи тивĕçе ăнланса хаклама хăнăхтарасси. Вĕсене ватлăхра пулăшса тăма тивĕçлине туйтарасси; пурнăçра йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшса пыма вĕрентесси. Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; калаçу; ыйту-хурав; илемлĕ вулав; содержани калаттарни; тишкерни; кирлĕ вырăнсене тепĕр хут вулани; пĕтĕмлетни; танлаштаруллă характеристика тутарни; ÿкерчĕкпе усă курса калаçу йеркелесси; харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа çырни; словарь ĕçĕ; ачасем каласа пĕлтерни(доклад) Словарь ĕçĕ:1) кăкшăм, хура ĕç,ула тăпа, улăх, кункра, чăкăт, вучах; 2) «тĕнче шавкăнĕ пăсăлнă», пилĕк хуçми ярса тăхăннă шур пÿс кĕпеллĕ», «шывран илсе каççине хурса тенĕ пек» сăмах çаврăнăшĕсемпе ĕçлесси. Предметсем хушшинчи çыхăну: вырăс литератури, вырăс чĕлхи