Урок чувашского языка в 5 классе по теме «Хĕллехи вăрманта».

Предмет: Математика
Категория материала: Конспекты
Автор:
 Ула такка тÿррĕн вĕçмест, пысăк хум çинче ишнĕн хăпарса – анса вĕçет. Çĕрле çÿреме юратмасть. Утаймасть - аран - аран куçкалать кăна. Йывăç тăрăх улăхма тесен вара ула такка пек маçтăр çук.  Кун çутинче кунĕпех апат шыраса çÿреççĕ. Çак ĕçре ула таккасем питĕ тимлĕ. Йывăçа тĕпĕнчен пуçсласа вĕçне çитичченех тĕрĕслесе тухаççĕ, мĕнпур хушăка, çурăка сăнаççĕ, таккаса тĕпчеççĕ. Йывăç хуппи айĕнчи хурт- кăпшанка е унăн личинкисене тупсанах ула такка вĕсене сăмсипе хыпса илет. Йывăç çурăкĕнчи е хушăкĕнчи пĕр-пĕр чĕрчуна асăрхасан сăмсипе таккаса шăтăк шǎтăрать, унтан ăна вăрăм та çыпçăнчăк чĕлхипе туртса кăларать.    Кĕркуннерех ула таккасен апачĕ улшăнать. Ытларах лăсăллă йывăçсен вăррисемпе тăранса пурăнма тытăнаççĕ. Йĕкеле сăмсипе шаккаса уçать, йĕкел хуппи ăшĕнчен вǎррине туртса кăларать. Сăнанă тăрăх, ула таккана пĕр йĕкеле çисе яма 5 – 8 минут кирлĕ.  Тĕрлĕрен сиенлĕ хурт- кăпшанкăна çинисĕр пуçне вĕсем йывăç хăвăлĕсем туса тĕрлĕрен вĕçен кайăксене ĕрчеме лайăх условисем туса параççĕ. Çавăнпа пĕрлех вăрман, парк, сад ĕçченĕсене йывăçсен сывлăхне пĕлтерсе тăраççĕ, мĕншĕн тесен çак ула таккасем чирлĕ йывăçсене çеç таккаççĕ. 
Тип материала: Документ Microsoft Word (doc)
Размер: 53.5 Kb
Количество скачиваний: 14
Просмотров: 102

Похожие материалы