Урок по чувашской литературе «Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр», 5 класс

Предмет: Другое
Категория материала: Другие методич. материалы
Автор:
Чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт – Андриян Григорьевич Николаев – чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр çинчен. А. Г. Николаев1929 ç. авăнăн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере вăл иккĕмĕш ача пулнă. Амăшне Анна Алексеевна тесе чĕннĕ. 1944 çулта Шуршăлти тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕрет. 1947 ç. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ те 2 çул хушши (1950 çулччен) Карелире вăрман хатĕрлес ĕçре мастерта тăрăшнă. Андриян Григорьевич авиацин çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. 1954 ç. Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çывăхĕнчи авиаци чаçĕсенче самолетсемпе тÿпене çĕкленнĕ. Чунри иксĕлми вăй-халĕ тата талпăнăвĕ, çавăн пекех техника пĕлĕвĕ анлă пулни ăна космонавтсен отрядне лекме пулăшнă. 1960 ç. Юрий Алексеевич Гагаринпа, Герман Титовпа, Павел Поповичпе, Валерий Быковскипе тата Григорий Нелюбовпа пĕрле А. Г. Николаева (пурĕ 6 çынна) космонавтсен ушкăнне илнĕ… Мĕн чухлĕ вăй хуман-ши пулас космонавтсем. Çирĕп сывлăх та, тарăн пĕлÿ те, чăтăмлăх та кирлĕ чăн-чăн космонавт пулас тесессĕн. Çакна эпир видеороликра А.Николаев каласа панинчен те пĕлтĕмĕр.Ахальтен мар уйăх çинчи пĕр кратера А.Николаев ятне панă. ВЫДЕРЖКА ИЗ ТЕКСТА 8 слайд 1962 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Совет Союзĕ космоса пĕр карап мар, иккĕ вĕçтерсе яни çинчен пĕлнĕ. Байконур космодромран чи малтан «Восток – 3«караппа Андриян Григорьевич Николаев 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче старт илнĕ, тепĕр кунне вара Павел Романович Попович «Восток – 4«караппа çĕкленнĕ. Вĕсем юнашарах вĕçнĕ. Кунсăр пуçне карапсем хушшинче радиоçыхăну йĕркеленĕ. 9 слайд Иккĕмĕш хут вара «Союз-9» карап командирĕ пулса 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-18 кунĕсенче Виталий Севастьяновпа пĕрле вĕçнĕ. Пирĕн ентеш этем организмĕ тĕнче уçлăхĕнчи йывăрăша çухатнă лару-тăрура та калама çук пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарнине çирĕплетсе панă.Ун пирки юлташĕсем те, ĕçтешĕсем те ыррине кăна каланă. Вăл хăйĕн виçесĕр паттăлăхĕпе, иксĕлми хăюлăхĕпе çĕр-шыва, пĕчĕк Чăваш Ене чапа кăларчĕ, Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕклерĕ. 10 слайд 1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнче уçнă Раççейри пĕртен-пĕр космонавтика музейĕ Чăваш Енри «çăлтăр ывăлĕ» çинчен ĕмĕр-ĕмĕр аса илтерсе тăрĕ. Андриян Григорьевич Николаева асăнса лартнă комплекс тытăмне «Ракета» ят панă çĕмрен çурт, А.Г.Николаевăн пăхăр бюсчĕ, космонавт ячĕллĕ парк, Космонавтика музейĕ, Николаевсен çемйи пурăннă çурт тата часавай кĕреççĕ. 1974 çулта Андриян Григорьевич Николаева космонавтсем хатĕрлекен Центр пуçлăхĕн çумĕ пулма лартнă, çак должноçра отставкăна тухичченех ĕçленĕ.
Тип материала: Документ Microsoft Word (doc)
Размер: 93 Kb
Количество скачиваний: 10
Просмотров: 59

Похожие материалы