Моя публикация в газете

Предмет: Русский язык и литература
Категория материала: Другие методич. материалы
Автор:

Хусанкайăн тăватă автографĕ

 

Юлташлăхра телей иккен, мĕн,

Илем юлташлăхра кăна!

Митта Ваçлейĕ

 

            Тăватă сăвă кĕнеки. Пысăках мар, тытса вулама питĕ меллĕ, тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ ятлă. Шупашкарпа Мускавра тĕрлĕ çулта тухнă тăватă кĕнеке. Паян вĕсем шĕкĕр хуламăрăн пĕр хăтлă хваттерĕнче çÿлĕк çинче (тата çĕр-çĕр кĕнекепе юнашар) вырнаçнă. Кĕнекисене çыраканĕ – Петĕр Хусанкай, вĕсене хальхи вăхăтра упраканĕ – Митта Ваçлейĕн кĕçĕн

хĕрĕ – Илемпи Васильевна…

            Миттапа Хусанкайăн тĕлĕнмелле пысăк та ăмсанмалла пĕрлĕхĕ, туслăхĕ çинчен чăваш литературине çывăх çынсем лайăх пĕлеççĕ. «Çак туслăх пирĕншĕн пурнăç палăрăмĕ кăна  мар, вăл тăван литературăпа культурăмăр историйĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ факчĕ пулса тăрать», - тесе çырать ун çинчен Атнер Хусанкай.

            Тĕрлĕ шăпаллă тантăш-поэтсен туслăхĕ, пĕр шухăшлăхĕ, кăмăл-ĕмĕчĕ çинчен эпир вĕсен хайлавĕсенче, çырса хăварнисенче, аса илÿсенче, пĕр вăхăтра пурăннă, ĕçленĕ, тус пулнă çынсем каласа панисенче вуласа пĕлетпĕр. Çапах та пĕтĕмпех каламан-ха, калама хăяйман та, тен, ăна каласа пама, калса пĕтерме май та çук пулĕ. «Ик çутă çăлтăр» пĕрне-пĕри юратни, пĕрле ĕмĕтленни, мĕнле хутшăнни çинчен вĕсене пĕлекенсем хушшинче  илемлĕ халап-юмах, шÿтлĕ сăмах евĕрлĕ çÿрени, тен, сăваплăрах та, хаклăрах та пулĕ…

                        Илемпи Васильевна каласа парать: « Анне, Нонна Кирилловна ( Митта Ваçлейĕн  мăшăрĕ), час-час аса илетчĕ: «Ваçлей пуç янă çĕртрен таврăннă кун манăн хулана тухса кĕмелле пулчĕ. Каялла таврăнатăп – Ваçлей çук.  Татах тытса кайрĕç тесе вăй юлмарĕ…  Хусанкай илсе тухса кайнă иккен. Ир пуласпа çеç таврăнчĕç. Кайран чылайччен каçару ыйта-ыйта айăпне йышăнчĕç. Хусанкайпа иккĕшĕ çĕрĕпех Атăл хĕрринче çÿренĕ иккен, тăранайми калаçнă, калаçнă, калаçнă. Пурин çинчен те манса кайса, ним çинчен аса илмесĕр! Мĕн тери тунсăхланă пулнă ĕнтĕ вĕсем! Мĕн тери нумай пулнă вĕсен пĕр-пĕрне каламалли!..»

            Кĕнекесем патне таврăнар. Вĕсене пурне те Хусанкай Миттана халалласа çырса панă. Виçĕ кĕнекине ( Мускавра 1953 çулта тухнă «Поют дубравы», 1954 çулта Шупашкарта  тухнă «Тăван сасăсем» тата 1950 çулта Шупашкарта пичетленнĕ « Дружба») 1955-мĕш çулхи пуш уйăхĕ «Тăван сасăсем» тата 1950 çулта Шупашкарта пичетленнĕ « Дружба») 1955-мĕш çулхи пуш уйăхĕ 4-мĕшĕнче, теприне вара – «Дом в Горках» ятлине, Мускавра 1955 çулта пичетленнĕскерне – çав çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче халал сăввисем çырса панă. Юлашкине  ( Хусанкай вăл вăхăтра аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ) Мускавран ярса панă, ун çине çапла çырса хунă ( кĕнеки Ленин çинчен):

Пĕлетĕп: манăн вăй-хăватăм

Çак шухăш ÿлăпне çĕклеймĕ.

Хам унсăр çуккине ăнлантăм,

Çав пултăр ĕçĕмри телейĕм.

            Юпа уйăхĕнчех, 26-мĕшĕнче, Митта хăйĕн тусне тав туса çапла хурав ярать: «Кĕнекÿшĕн – тав. Ĕнер ун çинчен радиопа вырăсла пĕлтертĕмĕр. Диктор, витĕмлĕрех пулма, чăвашсене тивекен йĕркисене  (Яковлев çинчен) ятарласах вуласа пачĕ.

            «Дружба» ятлă кĕнекине çапла каласа парнеленĕ:

Миттана, Ваçлейĕме

Çак Туслăх вăрçăра çуралчĕ.

Пур тепĕр туслăх тĕнчере…

Çавна нихçан та манас марччĕ.

            Вăтăр çула яхăн маларах тĕвĕленнĕ вĕсен туслăхĕ. 1926 çулти  çуллахи кун пĕрремĕш хут куçа-куçăн курса паллашаççĕ  çамрăксем, Шупашкара ялкорсен пухăвне пынăскерсем.

            «Митта Ваçлейне эпĕ халĕ тĕрленĕ шурă кĕпепе, çĕнĕ çăпатапа, улăм шĕлепкепе куратăп. Аллинче ĕнтсе тĕрлесе тунă , лак сĕрнĕ туя пурччĕ пек астăватăп… Хаваслă, йăлт-ялт куçлă, хастарлă йĕкĕтчĕ вăл. Çĕнеле пуçланă чăваш ялĕн каччи,» - аса илет «Пуç кăшăлĕ вырăнне» тĕрленчĕкĕнче П. Хусанкай. Шупашкарта тĕл пуличчен Митта Хусанкай патне виçĕ çыру ярать. 18 çул та тултарманскер, вăл самаях паллă, хăйĕнчен пĕр çул аслăрах  Хусанкая çапла пуçласа çырать: «Эпĕ санпа курса калаçасса, иксĕмĕр лайăх паллашасса кĕтсе тăмарăм, тÿрех çыру ярас тесе шут тытрăм, меншĕн кĕтсе тăмарăм, тÿрех çыру ярас тесе шут тытрăм, мĕншĕн тесен сана хăвна курмасăрах лайăх пĕлетĕп, ăсна-пуçна таçтан инçетрен сисетĕп, эсĕ пирĕн лайăх юлташ иккенне аван тавçăратăп!..»  Миттан пулас ĕмĕрлĕх тусĕ патне янă пĕрремĕш çырури «пĕлетĕп», «сисетĕп», «тавçăратăп» сăмахсене уйăрса палăртас килет. Мĕншĕн тесен  шăп çавсем туслăх тĕпелĕнче, тымарĕнче пулнă пек туйăнаççĕ.  А. Хусанкай пухса пичетленĕ «Митта Ваçлей çырăвĕсене» вуланă май çавна татах та тарăнрах  ăнланса чуна хыватăн. «Эпĕ…  сан çинчен чĕререн шухăшланă чухлĕ , ахăртне никамах та… шухăшлайман пулас!..

            …Эх, хам сăвăсене вуласа парăттăм та сана!.. Анчах çук!.. Кала, хăçан таврăнан эс Тăван çĕршыва?» Вăтам Азине кайнă Хусанкайпа çапла калаçать Митта 1927 çулхи кăрлач уйăхĕнче. Малалла ăнтăлакан, тĕрĕсне шыракан , аташакан, çухатакан, тупакан çамрăк Миттана питĕ ăнланакан, итлекен, канаш паракан шанчăк, тĕрек, тус кирлĕ пулнă…

Çырусем Миттана тусĕпе чунтан калаçса, çывăхланса хăйне,  тĕнчене ăнланма хăват параçççĕ. «Темрен те хаклă тантăшăм Хусанкай!.. Эх, Хусанкай, мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?» -

тесе ыйтать вăл хăйĕн тусĕнчен:

Āшăм çунать,

Хыпать вăл паян ман…

Āçта чикес,

Вăл вĕт тÿсет…

Чĕремçĕм, эс ан ман

Таçта ютра

Аташнă тусăма!

Епле тÿсес

Çак чиксĕр хурлăха?..

…Илтсем, тăван,

Ман йывăр сассăма.

Ан ÿпкеле,

Вăл ирсĕр пулсан та.

Ан каласам:

«Эс ешĕл,эс ăнман!»

Ĕмĕр манми

Тăванăм Хусанкай.

            Хăйшĕн те, тусĕшĕн те те хыпса çунать çамрăк чĕре, «аташуран» тухма çул шырать, шанать, ĕненет, ăнтăлать.

            Митта Хусанкай патне туртăннине А. Артемьев «Эпĕ курнă-пĕлнĕ Хусанкай» аса илĕвĕнче çапла ăнлантарса парать: «… вулакансем умне … чи малтанах çамрăк сăвăçсем умне темле «легендарлă», ытлашши  ÿстерсе янă «чаплă» , никама, ниме пăхăнса тăман, чарусăр поэт-индивидуалист тухса тăнă, вăл романтикăллă шухăш-ĕмĕтлĕ яшсене килĕшмесĕр, илĕртмесĕр тăма пултарайман. Шăпах çапла (кăштах фанатикла та!) юратнă ăна Митта Ваçлейĕ те, Паймен та… Чăн та, кашни хăйне евĕрлĕ юратнă, хисепленĕ».

            Çак пĕрремĕш юрату – нумай çул витĕр тухса – пĕрварлăха, пысăк саспаллиллĕ, чăн-чăн çынсен чăн-чăн Туслăхне ÿссе çирĕпленет, шăпапа ĕмĕрĕн тĕрлĕ нуша тертĕнче  туптанать…

            Тата тепĕр кĕнеке – «Тăван сасăсем».  Титулĕ çинче çак сăмахсене вулатпăр:

Митта Ваçлейне

Эс çуккине  ялан туяттăм…

Салам сана, çумри çунатăм!

            Вун çичĕ çул «культ киремечĕн» тĕпсĕр хуранĕнче хăварать  Митта Ваçлейĕ, вун çичĕ çул вăл тăван çĕршывран татăлса пуç янă çĕртре ирттерет. « Вунă çул лашманта , пилĕк çул чалтунта çÿрерĕм,» - тесе çырать Митта яланлăхах киле таврăнас умĕн А. Талвир патне. 1947 çулта раштавра тăван яла хăйĕн пĕрремĕш срокĕ –  шăпах вунă çул – вĕçленнĕ хыççăн килет. Анчах ку ирĕксĕр ирĕк нумая пымасть – 1949 çулхи ака уйăхĕнче поэта татах тытса каяççĕ.

1954 çулта çеç «ăшă кунсем» çитнĕ кĕркунне, Митта Ваçлейĕ тăван çĕршыва пуçĕпех, айăпсăр айăпланă таса ятне тÿрре кăларса, таврăнать.

            Çак çулсене  Митта хăй мĕнле хакланине ун çырăвĕсен сыпăкĕсене илсе кăтартас килет. Акă 1944 çулта мăшăрĕ патне çырнă çыруран: «Çичĕ çул… вĕсем маншăн пĕр усал хура кун пек, нимĕнле вăранмасăр куракан асаплă тĕлĕк пек… Çав вăхăтрах эпĕ сирĕнтен ĕнер çеç уйрăлса тухнă пек, тин çеç, ĕнер çеç пек. Вăл ĕнтĕ манăн пурнăçăм  пулăм тĕлĕшĕнчен пушă иккенне пĕлтерет. Ирĕкре кашни кунăн хăйĕн туйăмĕ, творчестволла содержанийĕ пур, кашни кун –  пархатарлă çыншăн пултаруллă ĕç тапхăрĕ, кунта вара йăлтах урăхла, вăхăт калама çук тăрлавсăр иртет, пĕр кун –  тепĕр кунăн копийĕ, эпир кунта, выльăхсем пек, вăхăт туйăмне çухатнă, çавăнпа та сиртен уйрăлни ĕнер çеç пек туйăнать…

            Эпĕ айăплă! Эпĕ айăпсăр тесен мана тăван анне те ĕненес çук. Эпĕ айăплă – хам айăпсăрлăх çинчен çынна  ĕнентерме пултарайманнишĕн, çавна пула çакă çичĕ çул хушшинче тăван чăваш халăхĕшĕн пĕр шăрпăк та усă кÿрейменнишĕн,сире çакăн пек телейсĕр тунишĕн, юлашкинчен – тăватă тăванăм пек çак ахăр-саманара пуçа хурайманнишĕн. Мĕн чухлĕ калас сăмах, мĕн чухлĕ тăвас ĕç çухалчĕ, мĕн чухлĕ çутă ĕмĕт  сая кайрĕ ман çак çичĕ çул хушшинче.

            Эпир таврăнăпăр. Хам валли эпĕ пĕр-пĕр аякри кĕтесе суйласа илĕп,..  ятсăр тарçă пек  кунĕн-çĕрĕн ĕçлĕп, анчах хамăнне тăвăп!!!» Çак шухăша поэт «Тайăр» поэмăра та асăнать:

Е кĕтнĕ кун çитес пулсан пĕр те пĕр,

Эп çунăп иртнĕ хĕрÿпех, -

Āмăртăва тухан яш-кĕрĕм евĕр,

Вăй-кил кÿртенмăн кĕрÿ пек.

Эп таврăнăп йăвашшăн та хаяррăн,

Çĕршыв туй-çуй тапратнă чух.

Хавхануллă такмаксем хайларăм,

Туй намăсне ярассăм çук.

            Сак сăвва хуравлана евĕр янăрать Митта шăпинчен аран хăтăлса юлнă Хусанкайăн 1940 çулта çырнă «Инçетри тусăмсене» сăвви:

                        Каçарăр, алă параймарăм:

                        Нумайăнччĕ эсир ун чух…

                       

                                   Василию Митта – Чун тĕпĕнче манн пысăк парăм,

Вăл нихăçан татăлас çук…

Анчах нихçан та никама та

Сутмарăм эп, хама çăлса.

Пĕр шухăшпа халь йăпанатăп:

Эп сирĕн умăрта таса.

Вăй патăр, тăвансем, вăй патăр!

Çитеймĕ сассăм инçете.

Хамран килмерĕ ку, каçарăр …

Эп – сирĕн,  тÿсĕмлĕ тус-йышăм!

Кун çитĕ – илтĕр-ха мана.

Сире пĕр айăпсăр çуннишĕн

Тÿрре кăларĕ самана.

             Тепĕр кĕнеки «Поют дубравы» ятлă. Ун çине çырса хунă сăмахĕсем çапла:

другу, поэту, голос

                                   которого зазвенит вновь

                                   в родной дубраве

                                   Верю!

            Митта Ваçлейĕ инçетрен таврăнсанах тунсăхланă ĕçе –

литература ĕçне кÿлĕнет, пĕр-икĕ çул хушшинче пайтах хÿхĕм хайлав çырма ĕлкĕрет.

            1955 çулта Хусанкай çырнă çыруран: «Асран кайми кунсем»  (рецйензи) ăша вырнаçрĕ. Татаччĕ, ытларахчĕ! Сăвăллаччĕ кун çумне! Санăн пĕтĕм хулăн сассупа таврăнма вăхăт.Халăх умнее тухма тăхтани вырăнсăр мар-и? Кунсем, çулсем иртеççĕ…»

            Хуравĕ 1956 çулхи «Кăмăлтан» кĕнеке пулса тухать:

                                   Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм

                                   Каллех ян хурçă пек таса!..

            Хусанкай вара хăй тусĕн кĕнеки çинчен Мускавран «кĕнекÿпе ыталашсах выртатăп» тесе хавхаланса пĕлтерет.

            Пиçсе çитнĕ икĕ поэт, пурнăç тутти-масине курнă çын, пысăк тус –  Миттапа Хусанкай пĕр-пĕрне епле хакпа хакланине вĕсен 50-мĕш çулсенчи çырăвĕсенче çивĕч сăмахпа чĕнсе каланисем тăрăх та курма пулать.

            Хусанкайăн тăватă автографĕпе паллашни икĕ пысăк поэтăн ĕмĕр тăршшĕне пынă çирĕп туслăхне аса илтерчĕ. Çак пархатарлă туйăм хальхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

 

                                                

 

Газета «Хыпар».   2005 год

Тип материала: Документ Microsoft Word (doc)
Размер: 60 Kb
Количество скачиваний: 10
Просмотров: 76

Похожие материалы