Пĕчĕк художниксем

Предмет: Директору-завучу
Категория материала: Конспекты
Автор:
2 класс Урок теми: пĕчĕк художниксем. Урок тĕсĕ: хутăш урок. Тĕллевсем: Эсĕ мĕншĕн çырмастăн? Манăн ручка çук йышши калаçу тĕслĕхĕсемпе паллашасси, вĕсемпе калаçура усă курма хăнăхасси; илемлĕ вулав, куçару хăнăхăвĕсене аталантарасси; лексикăна пуянлатасси; тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси. Задачăсем: предметăн харкамлăх результачĕсем (предметные): ·        сăмахсене тĕрĕс вулама пĕлни; ·        вырăс чĕлхине пĕлнипе чăваш чĕлхине вĕреннĕ чух усă курма вĕренни; ·        япаласене сăнама, ушкăнлама пĕлни; ·        предложенисене тĕрĕс йĕркелеме тăрăшни; ·        пусăм çинчен пĕлни, пусăм тĕрĕс лартса сăмахсене вулама вĕренни; ·        программăра панă сăмахсене пĕлни, вĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхни; Предмета вĕреннĕ чух кирлĕ результатсем (метапредметные): - харкамлăх результачĕсем (личностные): ·        хăш-пĕр ĕçе пĕччен мар, ытти ачасемпе пĕрле пурнăçлани вырăнлăрах пулнине пĕлни; ·        вĕренÿ ĕçĕ-хĕлне хăнăхни; ·        пĕр-пĕрне тимлесе итлемеллине, пĕр-пĕрне пÿлмесĕр калаçмаллине пĕлни; ·        вĕрентекенен, юлташĕсен сĕнĕвĕсене тĕрĕс ăнланма, шута илме пултарни; ·        чăвашла пĕлни ытти çынсене лайăхрах ăнланма пулăшнине тавçăрни; ·        ачан кăсăклăхĕ малалла аталанни, пĕлменнине пĕлес туйăм, вĕренес камăл ÿсни; - аталантару результачĕсем (познавательные): ·        çыру хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курни; ·        çĕннине пĕлме тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курма вĕренни; ·        япаласен, пулăмсен тĕп паллине курма вĕренни; ·        текстпа ĕçлеме вĕренни; ·        вулав, куçару хăнăхăвне аталантарни; - Регулятивлă результатсем (регулятивные): ·        ĕçе пуçăниччен тĕллевне лайăх ăнланмаллине пĕлни; ·        кашни çыннăн хăйĕн умне яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни; ·        харпăр хăйĕн, юлташĕн ĕçне хаклама, йăнăшсене курма, тÿрлетме вĕренни; ·        мĕн вĕренни, мĕн туни çинчен каласа пама хăнăхни; - Коммуникативлă результатсем (коммуникативные): ·        вĕрентÿçĕ, юлташĕсем каланине итлеме пултарни; ·        калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни; ·        ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕренни; ·        иккĕн калаçу йĕркелеме пĕлни;
Тип материала: Документ Microsoft Word (docx)
Размер: 37.13 Kb
Количество скачиваний: 9
Просмотров: 88

Похожие материалы